Владимир ИЛЬДУКОВ, Турикасси ялĕн старости
Владимир ИЛЬДУКОВ, Турикасси ялĕн старости:
– Хам çак ялтан пулин те, унччен хулара ĕçлесе пурăннă. Вунă çул каялла яла пурăнма куçсанах мана ял çыннисем хăйсен старости пулма шанчĕç. Шанăçа тÿрре кăларас пулать. Пикенсех ĕçе кÿлĕнтĕм.
Чăвашсем авалах çапла калани пур. Енчен те кунне пĕр пăта та çапмастăн пулсан, хуçалăх саланать. Ку сăмахсем шăпах ĕнтĕ ял çыннине, ял пурнăçне пырса тивеççĕ. Ялта пурнăçĕ çавăн пек. Куллен тенĕ пекех мĕн те пулин тумалла. Çавăн чухне кăна пирĕн кулленхи пурнăç хăтлăланса пырĕ. Шăпах çак чăнлăха тĕпе хурса пурăнма тăрăшатпăр та эпир хамăр ялта.
Малтанхи вăхăтра ялта урам хушшисене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрасси те йĕркеллĕ пулман, йĕпе-сапа чухне çулĕ те пылчăкпа çăрăнатчĕ, çуллахи вăхăтра кăна мар, хĕл кунĕсенче шывсăр аптăрани те пулнă.
Малтанах ялта шыв проблемине татса парас шухăшлă пултăмăр. Туса парасса кĕтсе май килмест. Çавăнпа та ыйтăва ял çыннисем пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе пурнăçлама кăмăл турĕç. Кирлĕ чухлĕ укçи-тенкине те пуçтартăмăр. Çапла вара 2020 çулта ял хушшинче шыв пăрăхĕсем хурса хăвартăмăр.
Тепĕр çулне ялти çула вак чул сарса хытарас терĕмĕр. Шухăшланă – тунă. 800 метр тăршшĕ çула та пуçарулăх бюджечĕн мелĕпех юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Хамăр укçа пухсах асфальт ванчăкĕ те туянтăмăр, çула çиеле сарса тикĕслерĕмĕр.
Çапла майпа кашни çулах эпир мĕнле те пулин пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама тăрăшатпăр. Иртнĕ çул пĕрлехи вăйпа шыв башнине улăштарма пултартăмăр, насусне те çĕннине лартнă. Тинех ялта шыв ыйтăвне пĕтĕмĕшпех татса патăмăр теме пулать.
Халĕ пирĕн ялта çулĕ те, шывĕ те, çути те пур. Çавăнпа та çирĕплетсех калама пулать: хамăр пĕрле пулсан, пĕрле тăрăшсан темĕнле ыйтăва та татса пама пулать. Мĕн туни – хамăр валлиех.