Моргаушский муниципальный округ

Валентина КОМИССАРОВА, вырăнти активистка, ал ĕç ăстисен кружокĕн ертÿçи

Валентина КОМИССАРОВА, вырăнти активистка, ал ĕç ăстисен кружокĕн ертÿçи

Валентина КОМИССАРОВА, вырăнти активистка, ал ĕç ăстисен кружокĕн ертÿçи:

– Культурăпа кану центрĕнче икĕ çул ĕçлетĕп. Унччен Каршлăхри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен интернат çуртĕнче вăй хунă.

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах пирĕн тăрăхра пурăнакансем те мобилизаци йĕркипе е хăйсен ирĕкĕпе çара кайнисене, контрактниксене пулăшас ĕçе кÿлĕнчĕç. Фронта ăсатма тумтир, çипуç, апат-çимĕç, эмелсем пухассине йĕркелерĕмĕр.

Кăçалхи февральтен вара эпир хамăр патра маскировка сечĕсем çыхма тытăнтăмăр. Çак вăхăта ентеш салтаксем валли 53 маскировка сечĕ хатĕрлесе ăсатма ĕлкĕртĕмĕр.

Пулăшу ĕçĕ – пĕрлехи ĕç. Хамăрăн ентешсем алла хĕç-пăшал тытса пирĕн мирлĕ пурнăçшăн çапăçнă чухне эпир епле лăпкă ларма пултаратпăр-ха? Пирĕн салтаксем пуçне çĕклекен фашизмпа çапăçнă çĕрте хăйсем пĕччен пулманнине туйса тăччăр тетпĕр. Сеть çыхнă çĕрте куллен тăрăшакансем Василиса Яргейкина, Анна Егорова, Галина Захарова, Наталья Цветкова, Татьяна Краснова, Татьяна Блинова, Зинаида Сорокина çакна лайăх ăнланаççĕ.

Салтаксем патне ăсатма посылкăсем те хатĕрлетпĕр. Çак пархатарлă ĕçре эпир пĕччен мар. Пулăшу ĕçне Ойкас, Мăн Хураçка ялĕсенче пурăнакансем тата ыттисем активлă хутшăнаççĕ. Хамăр тăрăхри уйрăм предпринимательсем Александр Титов, Виталий Васильев, Мăн Сĕнтĕр райповĕ укçа-тенкĕпе те, материалсемпе те, продуктсемпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Валентина Сютесова çипуç енĕпе сахал мар пулăшрĕ.

Пурне те вĕсене тав сăмахĕ каласшăн. Пĕрле пулсан эпир çĕнтеретпĕрех.



30 июня 2023
15:47
Поделиться
;