Моргаушский муниципальный округ

Муркаш округĕн территорийĕнчи 19 яла пĕрлештерсе тăракан чи пысăк территори пайĕсенчен пĕрне пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Наталья МАРЕЕВА ертсе пырать

Муркаш округĕн территорийĕнчи 19 яла пĕрлештерсе тăракан чи пысăк территори пайĕсенчен пĕрне пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Наталья МАРЕЕВА ертсе пырать

Муркаш округĕн территорийĕнчи 19 яла пĕрлештерсе тăракан чи пысăк территори пайĕсенчен пĕрне пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Наталья МАРЕЕВА ертсе пырать. «Наталья Анатольевна тăрăшнипе юлашки çулсенче ял çыннисен пурнăç условийĕсем самай лайăхланнине пурте курса тăратпăр», – çапла каланине кирек хăш ялта та илтме пулать.

Ăнсăртран мар. Чăннипех те территорире иртнĕ çулсенче çынсене канăç паман чылай ыйтăва ăнăçлă татса пама май çитернĕ.

«Юлашки вăхăтра ял çыннисен пурнăç хăтлăхне лайăхлатасси çине республика шайĕнче пысăк тимлĕх уйăрнине пурте куратпăр. Пулăшăвăн тĕрлĕрен программи, проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Çавăнпа та хамăр пуçаруллă пулсан, туса панă майсемпе анлăрах усă курма тăрăшсан, кирек епле ыйтăва та татса пама май çитеретпĕрех», – тет ку тĕлĕшпе вырăнти ертÿçĕ.

Акă Мăн Сĕнтĕрте нумаях пулмасть 3,5 гектар лаптăк йышăнакан Çĕнтерÿ 40 çул тултарни ячĕллĕ парка савăнăçлă лару-тăрура уçнă. «Формирование комфортной городской среды» регион проекчĕпе кунта хăтлăх ĕçĕсене икĕ тапхăрпа 20 млн ытла тенкĕлĕх туса ирттернĕ. Асăннă программăпах кăçал паркра ача-пăча вăйă комплексĕ те йĕркелеме май килнĕ. Çав тĕллевпе республика 8 млн тенкĕ уйăрнă.

Республика программи пулăшнипех пĕлтĕр кунти вăтам шкул хăйĕн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарнă. Капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Кăçал вара шкул территорийĕнче хăтлăх ĕçĕсене 22 млн тенкĕлĕх туса ирттерме палăртаççĕ.

Ял çыннисен шыв ыйтăвне татса парассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Чăваш Республикин «Модернизация и развитие сферы жилищно-коммунального хозяйства» патшалăх программин «Модернизация коммунальной инфраструктуры на территории Чувашской Республики» хушма программине хутшăнса территори пайĕнче 2022 çулта харăсах пилĕк объектра юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, шыв уçламалли башньăсен ыйтăвне Шупуçĕнче, Çĕн Шоккăнра, Вомпăкассинче, Мăн Сĕнтĕрте тата Кармăшра татса пама май килнĕ. Татах тепĕр объектра – Туçи Олкашра ку ĕçсене кăçал пурнăçланă.

Республикăра 2017 çултан тытăнса пурнăçа кĕрекен пуçарулăх бюджечĕн программи Мăн Сĕнтĕр территори пайĕнче анлă çул тупнă. Кăçал пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе кунта 5 проект пурнăçа кĕртеççĕ. Ялсенче çапла майпа урам çулĕсене вак чул сарса хытараççĕ, шыв пăрăхĕсене юсаса çĕнетеççĕ, ытти хăтлăхĕçĕ туса ирттереççĕ.

Çак вăхăта Мăн Хураçкари Центральная урамран тытăнса Атикасси ялĕ патне çити тата Мăн Сĕнтĕрти Горький урамĕнче шыв пăрăхĕсене çĕнетнĕ ĕнтĕ. Кунсăр пуçне Мăн Сĕнтĕрти Трудовая урамра, Шупуçĕнчи Огадерская урамра, Мăн Тутаркасри Пакшандаев урамĕнче çулсене вак чул сарма палăртаççĕ. Республика çул-йĕр фондĕнчен укçа уйăрнипе вара çак кунсенче кăна Мăн Хураçка урамĕнче асфальт сарса пĕтернĕ.