Моргаушский муниципальный округ

Ял çыннисем пуçаруллă

Ял çыннисем пуçаруллă

Купăрля ялĕ пирки калас пулсан, чи малтанах чăвашсен пĕрремĕш профессорне, чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн – «Хыпарăн» никĕслевçине Николай Никольские аса илме тивет. Шăпах ĕнтĕ пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ вăл. Паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 145 çул çитнине кăçал чаплăн уявларăмăр.

Уяв уявпа та, анчах та вăл хатĕрленмесĕр, тăрăшмасăр пулмасть. Çак куна хатĕрленсе Николай Никольский паркĕнче, кунти илемлĕ пĕве тавралла ял çыннисемпе пĕрле хăтлăх ĕçĕ сахал мар туса ирттертĕмĕр. Паркри сценăна та пĕтĕмпех сăрласа-илемлетсе çĕнетрĕмĕр.

Ку вăл – пĕр тĕслĕх кăна. Ялта вара пĕрлехи вăйпа туса ирттермелли кун пек ĕçсем куллен тенĕ пекех тупăнса тăраççĕ. Çурхи кунсем çитсен юр айĕнчен тухакан тасамарлăха пухса тирпейлесси, тавралăха хăт кĕртесси пирки тимлеме тивет. Кайрантарах вара урамсенчи курăка çулса тирпейлесси çинчен шухăшлама вăхăт.

40 çул хамăр патри шкулта ачасене вĕрентрĕм. Халĕ пенсире ĕнтĕ. Обществăлла ĕç маншăн нихăçан та ют пулман. Лайăх пĕлетĕп, хамăр пурăнакан вырăнти хăтлăха хамăрăнах, ял çыннисенех тытса тăмалла. Пĕччен-иккĕн тăрăшнипе нимĕн те пулмасть.

Тав Турра, çак чăнлăха ăнланакан тăрăшуллă çынсем пирĕн ялта сахал мар. Акă Николай Алексеевах илер. Нихăçан та кутăнлашса тăмасть. Яланах пулăшать. Кăçал та, килĕнче строительство ĕçсем пыратчĕç пулин те, вăхăт тупса хăйĕн инструменчĕсемпех хăмасем çурса майласа парса хăварчĕ. Пиччĕшĕн ачи Александр Алексеев та пĕрлехи ĕçсенче яланах малтисен ретĕнче. Евгений Васильев, Николай Никитин, Петр Степанов, Николай Степанов, Димитрий Яковлев, Евгений Андриянов – пурте маттур.

Владимир Михайлов вара хĕл кунĕсенче хăйĕн ирĕкĕпех хулара ĕçлесе пурăнакан хамăр тăрăхри ял çамрăкĕсене чĕнсе пухрĕ те пĕве хĕрринчи хăрăк йывăçсене пĕтĕмпех касса тирпейлерĕç. Мĕншĕн тесен çу кунĕсенче ку ĕçсене туса ирттерме меллех мар.

Пирĕн ялта пенсионерсем те хастар. Тивĕçлĕ кану çулĕсене пăхмасăрах, пĕрлехи ĕçсене активлă хутшăнаççĕ. Уйрăммăн вара Зинаида Степановăна, Нина Алмазовăна, Эльвира Васильевăна, Эльвира Ивановăна, Ульяна Семеновăна, Ирина Алексеевăна, Григорий Степанова, Валентина Федотовăна палăртса хăварнă пулăттăм.

Территори пайĕ йĕркеленипе тĕрлĕрен мероприяти пирĕн патра тăтăшах иртет. Кун пек мероприятисенче йĕркелекен куравсенче вара хамăр ялти ал ĕç ăстисен Елена Петрован, Людмила Михайлован, Луиза Степанован, Алина Степанован, Альбина Петрован илемлĕ ĕçĕсене курма яланах хавас.

Пирĕн патра «Тăван ен çăл куçĕсем» художество пултарулăх коллективĕ йĕркеленĕ. Ăна Светлана Максимова учитель ертсе пырать. Тĕрлĕ уявра унта çÿрекен Римма Кириллова, Августина Степанова, Валерий Степанов, Галина Никонорова хăйсен илемлĕ сассисемпе тыткăнлаççĕ.

Пĕр сăмахпа, тулли пурнăçпа пурăнатпăр. Ĕçлес, савăнас килет. Ватăлма вăхăт та çук.

Валентина ИПАТЬЕВА, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ Ĕçченĕ, Купăрля ялĕн старости.

#Моргаушскиймуниципальныйокруг