Моргаушский муниципальный округ

Тĕп вырăнта - хăтлăх

Тĕп вырăнта - хăтлăх

Муркаш район тĕп больницинче медицина сестринче ĕçлетĕп, кăçалччен ял çыннисем шаннипе 10 çул хушши депутатсен Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕн тивĕçĕсене те пурнăçланăччĕ. Çавăнпа та ял çыннисемпе ĕçлесси, вĕсен ыйтăвĕсене пĕрле епле татса парасси маншăн çĕнĕлĕх мар.

Хамăрăн пĕрлехи вăйпах маларахри çулсенче те, халĕ те сахал мар ĕç туса ирттерме пултартăмăр. Республикăра пуçарулăх бюджечĕн программи ĕçлеме тытăнсанах пирĕн ялта пурăнакансем унта хутшăнма кăмăл тунăччĕ. Çапла вара эпир ун чухне Мир урамĕнче вак чул сарнă çул тума май çитертĕмĕр. Унччен йĕпе-сапара, уйрăмах çуркуннепе кĕркунне урамра йĕркеллĕ çул пулманнипе сахал мар тертленме тивнĕ.

Юлашки çулсенче пуçарулăх бюджечĕн программи пирĕн тăрăхра анлă çул тупрĕ. Çапла майпа çынсем хăйсен пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса параççĕ. Пирĕн территори пайĕнчи ялсенче вара ĕçмелли шыв ыйтăвне татса парассипе ытларах ĕçлеме тытăнчĕç. Ку енĕпе шăпах ĕнтĕ пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе усă курма лайăхрах. Çапла майпа пĕлтĕр икĕ ялта шыв пăрăхĕсене улăштарса çĕнетнĕччĕ.

Кăçал та ку ĕçсем малалла тăсăлаççĕ. Пирĕн ялта та шыв ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ çук мар. Çуллахи шăрăх кунсенче шывсăр тертленнĕ самантсем сахал мар пулаççĕ. Çавăнпа та çитес çулсенче хамăр ялта та çапла майпа шыв пăрăхĕсене çĕнетес шухăшлă. Пурте пĕрле ĕçе кÿлĕнсен пирĕн ялта пурăнакансем ĕçмелли шыв ыйтăвне те татса пама пултараççех тесе шутлатăп.

Хăтлăх ĕçĕсене ял çыннисемпе пĕрле вĕçĕмех туса пыма тăрăшатпăр. Субботниксем ирттермесĕр ниепле те май çук. Акă ял плотининех илер. Ку вăл – пулăçсен юратнă вырăнĕ. Пулă тытма кунта килсе çÿрекенсем сахал мар. Анчах та ялан тенĕ пекех вĕсем хыççăн тасамарлăх юлать. Тирпей-илем ĕçĕсене хамăр вăйпах туса ирттерме тăрăшатпăр. Урам хушшисене таса тытас, пиçен-курăк таврашне çулса пухса тирпейлес енĕпе те çу каçа тимлемелли сахал мар. Ытларахăшĕ пĕрлехи мероприятисене активлă хутшăнать.

Ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă палăк пур. Ун таврашĕнчи территорие яланах тирпейлесе тăма тăрăшатпăр. Çавăн пекех масар территорине тасатса тăрассипе те ял çыннисемех тимлеççĕ. Территорисене тасатса тирпейлеме йĕркелекен субботниксене ытларахăшĕ активлă хутшăнать.

Пирĕн ял старости Алексей Аврамов та хастар çын. Хăйĕн тракторĕпе тĕрлĕ ĕç пурнăçласа парать, нихăçан та ÿркенсе тăмасть. Ял çыннисен выльăхĕсене кĕтсе çÿремелли улăха та вăл тимленипех тасатса тирпейлерĕмĕр.

Активлисемпе пуçаруллисем татах пур. Акă Виталий Петров, Николай Булавкин, Апполинария Булавкина, Людмила Николаева, Рената Терентьева тата ыттисем – пĕрлехи ĕçшĕн чунпа çунса тăракансем. Шăпах çакăн пеккисенчен килет те ĕнтĕ пĕрлехи ăнăçу.

Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ пирĕн ялта пурăнакансем. Пушă вăхăта усăллă ирттерессипе те пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Ял кунĕн уявĕсене çÿллĕ шайра ирттеретпĕр. Спорт мероприятийĕсенче те хастар. Акă Николай Никольский юбилейĕ ячĕпе ирттернĕ волейбол ăмăртăвне те пирĕн ял команди активлă хутшăнчĕ. Пĕрле чухне вара ял-йышпа ĕçлеме те, савăнăçл канма та аван.

Римма КИРИЛЛОВА, Уйкас Янасал ялĕн активистки.

#Моргаушскиймуниципальныйокруг



;