Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем медицинского работника

Хаклă медицина ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире çывхарса килекен хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Пурнăçпа сывлăхран хакли нимĕн те çук çĕр çинче. Эсир вара çынсене сыватас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлетĕр. Инкеке лекнĕ çынсем патне вăхăтра çитсе, вĕсене вилĕмрен çăлатăр. Уявра та, канмалли кунта та, йĕпе-сапара та канăç çук сирĕн. Кашни çын валлиех сирĕн ăшă сăмах та, кирлĕ сĕнÿ те тупăнать. Çапла вара эсир чирлисене сыватнипе пĕрлех вĕсене малалла хавхаланса пурăнма шанчăк, вăй-хăват паратăр.   Эсир чир-чĕре вăхăтра тупса палăртассипе те, çынсем хăйсен сывлăхне упраччăр тесе профилактика ĕçне ирттерессипе те нумай  тимлетĕр.  Тавах сире хăвăр ĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн, чун ăшшипе ырă кăмăлăршăн, округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн.

Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса шансах тăратпăр. Малашне те ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕр. Çынна ырă туни хăвăр патăра та ырăпах таврăнтăр.

Хăвăрăн та сывлăхăр çирĕп пултăр. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр. Çемьере юратупа килĕшÿ пултăр.

 

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                                     А.Н.Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



16 июня 2023
13:26
Поделиться
;