Ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшатпăр
Территори пайĕн тĕп задачи – çынсене пурăнма, ĕçлеме тата канма, хăйсен вăхăтне усăллă ирттерме лайăхрах майсем туса парасси, обществăлла йĕркелĕхе тата пурнăç хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Хăйсен тĕп ĕçĕсене йĕркелесе туса пынă чухне шăпах ĕнтĕ çак задачăсене тĕпе хума тăрăшаççĕ те.
Республика шайĕнче те, Муркаш округĕнчи ытти территори пайĕсенче те хальхи вăхăтра усă курмасăр пушă выртакан, хуçасăр çĕр участокĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче пулсан, пирĕн патра ку ыйтăва темиçе çул каяллах татса панă ĕнтĕ. Пирĕн тăрăхра кун пек çĕр участокĕсем пачах çук.
Çакăнта пĕлтерĕшлĕ вырăн – вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăх – Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ ÿсĕмлĕ ĕçлесе пынинче. Çирĕп ертÿçĕ аллинче пулнипе вăл ытти хăш-пĕр çĕрти пек саланса каймарĕ, совет саманинчен тытăнсах ăнăçлă ĕçлесе пычĕ. Ял çыннисен усă курман пай çĕрĕсене те вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăх арендăна илсе тухăçлă усă курать.
Çавăнпа та пирĕн тăрăхра хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пачах пулманнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар пулĕ тетĕп. Çĕршыв шайĕнче те, республика шайĕнче те хальхи вăхăтра ял çине тимлĕх ытларах уйăрма тытăннипе пурте курса тăратпăр. Ялта пурăнакана пулăшма тĕрлĕ программа, тĕрлĕ пулăшу мелĕ пăхса хунă. Пирĕн ялсенче пурăнакансем те вĕсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.
Çамрăк çемьесем хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Пĕлтĕр кун пек çемьесем 2 пулчĕç. Кусем вĕсем Инессăпа Анатолий Петровсен тата Валентинăпа Армен Аветянсен çемйисем. Кăçал та субсидие тивĕçме тепĕр çемьене черете тăратрăмăр. 2012 çултан тытăнса 2020 çулччен вара пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 20 çемьене субсидипе тивĕçтернĕ.
Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра вырăнти инфраструктурăна аталантарассипе пуçарулăх бюджечĕн программи анлă çул тупрĕ. Çынсем хăйсем те хутшăннипе вырăнти çулсене йĕркене кĕртетпĕр, ялсенче ĕçмелли шыв ыйтăвне татса пама май килет тата ытти хăтлăх ĕçĕсем туса ирттеретпĕр. Çапла майпа пĕлтĕр шывпа тивĕçтермелли системăсене Купăрляра тата Сосновкăра юсаса çĕнетме пултартăмăр. Юсав ĕçĕсем валли уйăрнă сумма 3,78 млн тенкĕпе танлашрĕ. Кăçал вара Кĕртекассинче пĕвесене тасатса территорие йĕркене кĕртме 916 пин тенкĕ тата Ваçкассинче шыв скважини алтма, çĕнĕ башня тума тата шыв пăрăхĕсем хурса хăварма 7,2 млн тенкĕ уйăрнă. Тĕрĕссипе Ваçкассинче çак кунсенче подряд организацийĕ ĕçлеме тытăнчĕ ĕнтĕ. Малашне кун пек ĕçсене Кĕртекасси тата Уйкас Апаш ялĕсенче те туса ирттерес шухăшлă. Маларахри çулсенче вара пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса Ваçкассинче, Купăрляра вак чул сарнă çулсем тунă.
Тасалăх, тирпейлĕх ĕçĕсене манăçа кăлармастпăр. Территорире икĕ масар – Уйкас Янасалта тата Уйкас Апашра. Вĕсене тирпейлĕ тытса тăма тăрăшатпăр. Çуллен çуркунне юр кайса пĕтсен масарсем çинче субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та кун пек субботниксем апрельте ирттертĕмĕр. Ялсенче те тасалăхпа тирпейлĕх ĕçĕсене йĕркелеме тăрăшатпăр.
Пĕрлехи кулленхи ĕçсене туса ирттерме пур чухне укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çавăнпа та ырă чунлă ял çыннисене, хамăр спонсорсене пысăк тав сăмахĕ каланă пулăттăм. Кун пеккисенчен пĕри – Олег Николаев предприниматель. Пулăшусăр нахăçан та хăвармасть. Кăçал та вырăнта Акатуй ирттерме пулăшма май тупрĕ. Çавăн пекех хăйсен магазинĕсене тытакансем Алина Николаева тата Анатолий Егоров та айккинче юлма шутламаççĕ. Вырăнти Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн пулăшăвĕ те яланах вырăнлă.
Хамăр патра çынсен пурнăç условийĕсем мĕнле пуласси ытларах хамăртанах, хамăр пуçаруллă пулнинченех килет. Çакна ял çыннисенчен ытларахăшĕ тĕрĕс ăнланать.
Людмила МИХАЙЛОВА, Уйкас Янасал территори пайĕн пуçлăхĕ.
#Моргаушскиймуниципальныйокруг