Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем социального работника

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем социального работника

 

Хаклă социаллă ĕçченсем,çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Пирĕн çĕршывра халăха социаллă пулăшу парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эсир вара йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсем патне вăхăтра çитетĕр. Вĕсемпе ăшшăн калаçса, чунĕсене уçатăр, малалла шанчăкпа пурăнма вăй-хал паратăр. Тавах сире хăвăр ĕçе юратнăшăн, çын нушине ăнланса,  май килнĕ таран пулăшнăшăн. Чун ăшшипе чăтăмлăх  сирĕн нихăçан та ан иксĕлтĕр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул,телей  сунатпăр. Çынна ырă туни хăвăр пата та ырăпах таврăнтăр.

 

 



08 июня 2023
09:13
Поделиться
;