Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Международным днем защиты детей

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Международным днем защиты детей

Хаклă ачасем, ашшĕ-амăшĕсем тата воспитательсемпе вĕрентекенсем!

 

Сире Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Ачалăх кашни çыншăн - чи телейлĕ вăхăт. Кашнин чĕринче ĕмĕрлĕх  асра юлать çак тапхăр. Вăл мĕнле пуласси пирĕнтен, аслисенчен, ашшĕ-амăшĕсенчен, нумай килет. Аса илер-ха хамăра ача чухнехине. Пирĕнтен кашниех хамăрăн ĕмĕт пурнăçланасса, пурнăçра тĕрĕслĕх çĕнтерессе шанаттăмăр. Апла пулсан  хамăр  ачасем чăннипех те телейлĕ туйччăр, вĕсен ĕмĕчĕсем çитсе пыччăр тесе  тăрăшмалла пирĕн. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса ÿстерсе, пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Ачасене хумхантаракан ыйтусем  çине алă   сулмалла мар, тимлĕ пулмалла вĕсемпе. Вĕсен пултарулăхне тупса аталантарма пулăшмалла,  йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентмелле.Хамăр ачасемшĕн пирĕн ырă тĕслĕх пулмалла.

Ачасем! Яланах ĕмĕтпе çунатланăр,  вĕсем пурнăçа кĕччĕр тесе тăрăшса вĕренĕр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Яланах мир пултăр çĕр çинче.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                                     А.Н. Матросов

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов 



31 мая 2023
10:05
Поделиться