Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем Победы

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем Победы

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак  арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!

 

Сире пурне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче   Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 78  çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.  

Çĕнтерÿ кунĕ - пуриншĕн те уяв. Çак кун эпир пире мирлĕ те телейлĕ  пурнăç парнеленĕ салтаксемпе çĕнтерÿшĕн вăй хунă тыл ĕçченĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр,  вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.

Хаяр тăшмана хирĕç Муркаш районĕн çыннисем те  паттăррăн çапăçнă.  Тăван çĕршыва хÿтĕлеме пирĕн районтан 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла каялла таврăнайман: 5491-шĕ мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă.

Шел пулин те, çулсем иртнĕçемĕн Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксен  речĕ сайралсах юлчĕ. Вăрçă ветеранĕсем пирĕн хушăра  паян 2-ĕн кăна юлчĕç. Муниципаллă округра паянхи куна вăрçăра çапăçнă салтаксен мăшăрĕсем 51-ĕн тата  156 тыл ĕçченĕ пурăнать. Пирĕн çĕршывра вĕсемпе пĕрлех вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан вăй хунă «вăрçă ачисене»  те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Хамăр ентешсен паттăрлăхне эпир яланах асра тытатпăр. Çитĕнекен ăрушăн вĕсем   яланах ырă тĕслĕхпулса тăраççĕ.

 Хаклă çыннăмăрсем! Паян эпир сирĕн ĕçе малалла тăсатпăр: тăван ен малалла  аталансах пытăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул сунатпăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсем савăнтарччăр сире, çывăх çыннăрсемпе пĕрле  тата нумай-нумай  çул савăнса пурăнмалла пултăрччĕ сирĕн.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



05 мая 2023
11:47
Поделиться