Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем скорой помощи

Хисеплĕ васкавлă пулăшу паракан служба ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире паянхи хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир кунне-çĕрне, çанталăк мĕнлине пăхмасăр,  инкекри çын патне васкатăр. Ăна вăхăтра пулăшу парса, больницăна илсе çитерме тăрăшатăр. Чирленĕ, вăл е ку инкеке лекнĕ çыннăн пурнăçĕ шăп хăвăртан килнине асра тытса, хăвăрăн тивĕçĕре вăхăта сая  ямасăр пурнăçлатăр.

Тав сăмахĕсене çак кун пур медицина ĕçченĕ те тивĕçлĕ. «Васкавлă пулăшăва» вăхăтра чĕнсе, чирлĕ çынна больницăна    ăсатнă ялти фельдшер та, «Васкавлă пулăшупа» илсе килнĕ çынна вăхăтра операци туса çăлса хăваракан тухтăрсем те, медсестрасемпе кĕçĕн медицина ĕçченĕсем те, медицина учрежденийĕсенче вăй хуракан кашни çынах.

Тавах  сире  пурне те хăвăрăн тивĕçĕре таса чун-чĕрепе пурнăçланăшăн. Хăвăрăн та сывлăхăр çирĕп пултăр, инкек-синкек сирĕнтен хăвăртан та пăрăнса çÿретĕр. Пурсăра та телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



28 апреля 2023
10:56
Поделиться
;