Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с праздником Весны и Труда

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с праздником Весны и Труда

Хисеплĕ Муркаш тăрăхĕн çыннисем!

Сире пурне те Çуркуннепе Ĕç-уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Мир, ĕç, туслăхпа пĕрлĕх  яланах пирĕн пурнăçра тĕп вырăн  йышăнаççĕ. Паян уйрăмах вĕсен пĕлтерĕшне, вăй-хăватне чунпа туйса ăнланатпăр.

Муркаш тăрăхĕнче маттур та  ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ муркашсем республикăра яланах малтисен ретĕнче пулнă. Паян та эпир пурте пĕрле çитĕнÿ çулĕпе малаллах  утатпăр. Муркаш тăрăхĕнчи кашни çын тăван ен, республика, çĕршывăмăр малашне тата та вăйлăрах, пуянрах пултăр тесе тăрăшса вăй хурать. Ĕçĕрсем малашне те ăнсах пыччăр, утас çулăр уçăлсах пытăр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх сунатпăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çемйĕрсенче яланах тулăх пурнăçпа килĕшÿ, юрату пултăр.

 Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



28 апреля 2023
09:44
Поделиться
;