Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем пожарной охраны

  Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çăмăл мар сирĕн ĕç.  Инкек сиксе тухсан, пушарта  çынсен кунçулĕ ан татăлтăр, вутра патшалăх,  çынсен пурлăхĕ ан пĕттĕр тесе хăвăртан килнине йăлт тăватăр.  Çав  хушăрах  Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем пушартан сыхланмалли правилăсене пăхăнччăр, ниçта та вут-кăвар ан тухтăр тесе тăрăшатăр. Халăхпа ăнлантару ĕçне ирттеретĕр.Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн. Малашне те  хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек тата пысăк ответлăхпа пурнăçласса шансах тăратпăр. Çак ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

Пурин те сирĕн сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



28 апреля 2023
09:38
Поделиться
;