Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем чувашского языка

Хисеплĕ Муркаш округĕн çыннисем!

 

Сире пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Чăваш чĕлхи –пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне парнеленĕ пуянлăх.  Кашни çыннăн пурнăçĕ пĕтĕмпех тăван чĕлхипе çыхăннă. Эпир мĕн пĕчĕкренех чăваш чĕлхипе калаçса ÿснĕ. Атте-анне пире тăван халăх историне, йăли-йĕркине тĕпе хурса, ĕçе хăнăхтарса  ÿстернĕ. Хамăрăн ачасене те пирĕн мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхине юратма вĕрентмелле, чăвашла калаçтармалла.

Чăваш чĕлхи кунне эпир чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнă кун паллă тăватпăр. Чăваш чĕлхин аталанăвĕнче Муркашсен тÿпи  те пур. Пирĕн ентешĕмĕр - чăвашсен пĕрремĕш писателĕсенчен пĕри, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ С.М. Михайлов-Яндуш ĕçĕсем чăваш художество литературин никĕсĕ пулнă. Иван Яковлевич шăпах  вăл пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ: чăваш çырулăхне йĕркеленĕ. Тепĕр паллă ентешĕмĕр - чăвашсен пĕрремĕш историкĕсенчен, этнографĕсенчен, чĕлхеçисенчен  пĕри Н.М. Никольский вара И.Я. Яковлевăн ĕмĕтне пурнăçланă: пĕрремĕш чăваш хаçатне -«Хыпара» йĕркеленĕ.

Паян тăван чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ. Пирĕн малалла та çепĕç те янăравлă тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн историне, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварса  аталантарас тесе пĕрле тăрăшмалла. Малашне те Иван Яковлевич халалĕсене асра тытса,  ытларах ырă ĕçсем тăвасчĕ. Тăван ен кунсерен вăйланса, тĕрекленсе пытăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăвасчĕ.

Пурне те сире  çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçусем  сунатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                                  А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



25 апреля 2023
08:47
Поделиться
;