Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем местного самоуправления

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем местного самоуправления

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!

Муркаш муниципаллă округ çыннисем!

 

Сире пурне те Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.  

Çак уяв - пирĕн пĕрлехи уяв. Мĕншĕн тесен ял çыннисем кирек епле ыйтупа та сирĕн пата пыраççĕ. Вырăнти çынсен  пурнăç условийсем лайăхланса пырасси,тăван ен аталанасси шăпах сирĕнтен,  вырăнти влаçран, килет. Эсир çакна лайăх ăнланатăр. Кашни çынпа эсир тимлĕ пулма, вĕсен ыйтăвне май килнĕ таран вăхăтра  татса пама тăрăшатăр.  Ял çыннисем пуçарулăх бюджечĕн программине активлă хутшăнни те  савăнтарать. Çапла майпа юлашки çулсенче пĕрле вырăнта тахçантанпах канăç паман нумай ыйтăва татса патăмăр. Çак ĕçре тăван ял аталанăвĕшĕн тăрăшакан  пуçаруллă та маттур  çынсем пулăшса пыраççĕ.

Тавах сире хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн. тăван ене аталантарас ĕçе   ял çыннисене хăйсене те  явăçтарнăшăн. Малашне те Муркаш Ен çулсерен аталансах пытăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăвасчĕ.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр.

 

Муркаш мунциципаллă округ пуçлăхĕ                               А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



20 апреля 2023
09:40
Поделиться
;