Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем работников бытового обслуживания и ЖКХ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем работников бытового обслуживания и ЖКХ

Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçлекен служба тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем, çак отрасль ветеранĕсем!

 

Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир  Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансене яланах ăшăпа, çутăпа, шывпа тивĕçеретĕр.  Нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас тата  вĕсене юсассипе те  çине тăрса тăрăшатăр. Районти предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче лару-тăру мĕнле  пуласси те сирĕнтен нумай килет. Нимĕнле йывăрлăха, çанталăк условийĕсене пăхмасăр,   эсир сиксе тухакан кăлтăксене тÿрех  пĕтеретĕр.  Тавралăха тирпей-илем кĕртес, ялсенчен çÿп-çапа вăхăтра  илсе тухас  енĕпе те тăрăшса ĕçлетĕр. Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн.

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин шайĕ те хăпарсах пырать. Парикмахерсемпе  кĕпе-тумтир çĕлекенсен, атă-пушмак юсакансен  ĕçĕпе те ял çыннисем кăмăллă. Эсир халăх ыйтăвне вĕсен кăмăлне шута илсе тивĕçтеретĕр.

Пурне те çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу, телей сунатпăр.

Муркаш мунциципаллă округ пуçлăхĕ                                   А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 



17 марта 2023
08:47
Поделиться