Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Международным женским днем

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Международным женским днем

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!

 

Сире çурхи чи пĕрремĕш уявпа -Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр.

Мартăн 8-мĕшĕ чи малтанах анне сăнарĕпе çыхăннă. Çуркунне тавралăх чĕрĕлнĕ пек эсир те, хаклă аннемĕрсем, ачăрсене пурнăç парнелетĕр. Вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр, пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Тавах сире, аннемĕрсем, ырă сăмахсемшĕн, ăшă туйăмсемшĕн, куç хупман каçсемшĕн, телейлĕ ачалăхшăн. Эсир пурри- мĕн тери  пысăк телей пирĕншĕн.

Çак кун  эпир аннесемпе пĕрле  асаннесемпе кукамайсене, мăшăрсене, аппасемпе йăмăксене те  чунтан саламлатпăр. Эсир пуррипе, эсир çумра пулнипе  эпир вăйлă та тĕреклĕ, телейлĕ. Пирĕн пĕтĕм пурнăç, çĕр çинче мĕнпур ырри, илемли  йăлтах сирĕнпе, сирĕн ятăрпа çыхăннă.

Эсир кил-çурта тирпей-илем кÿретĕр, çемьене телей, ырлăхпа килĕшÿ илсе килетĕр. Эсир пуртан килте çутă та ăшă, эсир пуртан киле чун туртать. Эсир килте çеç мар, пур  çĕре те ĕлкĕретĕр. Ĕçре те хастар эсир,тăван ен  аталанăвĕшĕн те  чунтан тăрăшса вăй хуратăр. Тавах сире çакăншăн. 

Хаклă çыннăмăрсем! Яланах  çирĕп сывлăхлă та телейлĕ пулăр.  Сăн-питĕрте йăл кулă ан сÿнтĕр. Çемйĕрте юратупа килĕшÿ пултăр. Ачăрсем яланах савăнтарччăр сире. Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр, сирĕнпе мухтанатпăр,эсир пурришĕн чунтан савăнатпăр,  сире ыр кунçул сунатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                                   А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



07 марта 2023
10:38
Поделиться
;