Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем района

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 

Сире пурне те Тăван районăмăр 79 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.  Вăл мĕн йĕркеленнĕренпех республикăра ырă ятлисен шутĕнче. Çакă  район ĕçченĕсем тăрăшнипе, вĕсем мал ĕмĕтлĕ пулнипе, кашни çын хăйĕн тивĕçĕсене чун-чĕре хушнипе пурнăçланипе пулса пырать. Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршыв тăван килтен, хамăр урамран, тăван районтан, пуçланнине асра тытса, вăл кунран кун пуянлантăр, вăйлантăр тесе тăрăшать. Пĕрле, пĕр шухăшлă пулса ĕçленĕрен ĕнтĕ иртнĕ çул нумай ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Кашни отрасль йĕркеллĕ аталанчĕ. Çулсене,вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсарăмăр.

Кăçал Раççейре учительпе наставник, пирĕн Чăваш республикинче вара телейлĕ ачалăх çулталăкĕ шутланать. Апла пулсан ачасене хамăрăн ырă тĕслĕхпе чăн-чăн çын пулма, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасчĕ.

Малашне те Муркаш районĕ аталану çулĕпе кайтăр тесе хамăртан килнине йăлт тăвасчĕ, пĕрле пĕр тĕллевпе вăй хурасчĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен тăван района, Чăваш Республикине, тăван çĕршывăмăра юратма вĕрентесчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр..

 

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов



10 февраля 2023
08:34
Поделиться
;