Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем российской и чувашской печати

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем российской и чувашской печати

Пичет ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!

Сире пурне те Раççей пичечĕн тата çывхарса килекен  Чăваш  пичечĕн  кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир районта пулса иртекен  ĕçсене, район пурнăçне тĕрĕс тата пур енлĕн çутатса паратăр. Пурнăçа кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене вулакансем патне вăхăтра çитерме   тăрăшатăр.

Район çыннисене канăç паман ыйтусене хускатнипе пĕрлех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансем çинчен каласа паратăр, производствăри малти опытпа та паллаштаратăр.

Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн. Малашне те  хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек тата пысăк ответлăхпа пурнăçласса шансах тăратпăр.  Район хаçачĕ район çыннисемшĕн малалла та  кĕтнĕ хăна пултăр, вулакансен йышĕ те  ÿссех пытăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                                    А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                                А.В. Иванов. 



13 января 2023
09:18
Поделиться
;