Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Новым годом и Рождеством

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Новым годом и Рождеством

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе  ăшшăн саламлатпăр.

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Акă, 2022 çул та вĕçленчĕ. Çак хушăра район аталану çулĕпе малаллах кайрĕ. Тырпул та  тухăçлă   пулчĕ кăçал. Çулсем юсассипе те малалла ĕçлерĕмĕр. Вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн   учрежденийĕсене юсассипе те мĕн палăртнине пурнăçларăмăр. Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине те пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Районти пур отрасль те ăнăçлă аталанчĕ.

 2022 çулта Муркаш районĕ хăй умне лартнă  тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларĕ, республикăра ырă ятлисен шутĕнчех пулчĕ. Ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕнче район республикăра 1 вырăна тухма пултарчĕ. Уйрăм предприятисемпе ял тăрăхĕсем те республикăри тĕрлĕ конкурссенче мала тухрĕç.

Район республикăри, Раççей шайĕнчи нумай программăна хутшăнчĕ. Эсир хăвăр та çак ĕçре хастар пултăр. Инициативлă бюджетировани программипе  çулсене, шыв пăрăхĕсене юсарăмăр тата ытти ыйтусене татса патăмăр пĕрле.

Хаклă çыннăмăрсем! Мĕнпур çитĕнĕве эпир сирĕнпе пурте пĕрле турăмăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн, тăван район, республика, çĕршыв  аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Çитес çул та хамăр пуласлăхшăн, тăван Муркаш Ен аталанăвĕшĕн пурте пĕрлех пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлесчĕ.

Сире пурсăра та   çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, юрату, телей сунатпăр. Çĕнĕ çулта та мĕн шутлани пурнăçлатăр, ĕмĕтĕрсем  çитсе пыччăр. Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

Муркаш мунциципаллă округ пуçлăхĕ                                      А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                                  А.В. Иванов. 



29 декабря 2022
10:54
Поделиться
;