Моргаушский муниципальный округ

«Раççей чăваш пики-2022» çĕнтерÿçи - Анастасия Поркина

«Раççей чăваш пики-2022» çĕнтерÿçи -  Анастасия Поркина

Нумаях пулмасть «Муркаш пики-2022» конкурса хутшăнса, Москакасси «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕнче ташлакан Анастасия Поркина çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Çакăн хыççăн Настьăн канăçа çухатса конкурса хатĕрленмелле пулчĕ.

Мĕнле-ха хатĕрленмĕн, унăн Муркаш район чысне çÿллĕ шайра кăтартмалла-çке. Паллах, конкурса хутшăнма ниепле те пĕччен май килмест. Унпа пĕрле вара йĕри-тавра пулăшакансем пыл хурчĕсем пек ĕçлеме пуçларĕç.

Москакасси вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕреннĕ май, чăваш чĕлхи вĕрентекен Марина  Васильева «Визитка» валли илемлĕ сăвă йĕркисем шăрçаларĕ, Чăваш наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Наталия  Николаева апат-çимĕç пирки мĕнле илемлĕн каласа памалли çинчен сăвă хайларĕ, пикен пултарулăхне кăтартас ĕçе вара Мария Петрова çамрăк балетмейстер пысăк тÿпе хыврĕ. Ăна пулăшса пыраканĕ, Настьăна мĕн пĕчĕкрен сцена çинче ташлама тата илемлĕн утма вĕрентсе çитĕнтернĕ Ирина Петрова балетмейстер пулчĕ. Питех те хытă тăрăшрĕç вĕсем ташă ушкăнĕпе пĕрле «Вырмара» сюжетлă ташă хатĕрленĕ май. Ташши вара чăннипех те тивĕçлĕ шайра калăпланчĕ.

 Муркашри искусство шкулĕн директорĕ Ольга Григорьева  те самаях пысăк тÿпе хыврĕ: Настьăна çĕнĕ çипуç çĕлетнĕ çĕрте те, ташă лартнă çĕрте те сĕнÿсем парсах тăчĕ пултаруллă ертÿçĕ.

Пуринчен ытларах вара Настьăн юратнă ашшĕ-амăшĕ Елена Владисовнапа Геннадий Александрович пысăк тÿпе хыврĕç çак ĕçе. Мĕнле кăна ĕç туса ирттермерĕç пулĕ вĕсем.

Пысёк сцена çине тухма вара Муркаш районĕнчи паллă çын Павел Вязов спонсор пулчĕ. Мĕнле кăна пулăшу памарĕ пулĕ вăл çамрăк хĕре, каласа пĕтерме те çук. Вăл пулăшнипех ĕнтĕ Чăваш филармони сцени çине тĕлĕнмелле илемлĕ çипуçпа тухма пултарчĕ пирĕн Настя.

Конкурс вара декабрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш филармонийĕнче пулса иртрĕ. Раççейри тата Чăваш республикинчи пурĕ 21 илемлĕ пике сцена çине акăшсем пек утса тухрĕ, пĕри тепринчен илемлĕрех, пăхса ытармалла мар. Конкурс хыççăн конкурс туса ирттерчĕç хĕрсемпе ертсе пыракансем.

Малтанах филармонинчи иккĕмĕш хутра апат-çимĕç конкурсне туса ирттерчĕç. Пирĕн Настя питех те илемлĕн кăтартса пачĕ сĕтел çине лартнă апат-çимĕçе. Кайран конкурс сцена çинче пуçланчĕ. Кунта илемлĕ çипуçпа хитрен утнине те, чăвашла калаçнине те, хăйĕн пирки каласа панине те, чăваш йăли-йĕркине те, сюжетлă ташша та питех те тивĕçлĕ шайра кăтартса пама пултарчĕ пирĕн çамрăк пике.

Ахальтен мар пулĕ пĕтĕм пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ: «Раççей чăваш пики - 2022» çĕнтерÿçи пирĕн Настя пулса тăчĕ. Мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ Чăваш Республикишĕн, Муркаш районĕшĕн, паллах,  Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн.

Тавах сана Настя, пирĕн район ятне çÿлти шая хăпартма пултарнишĕн, хăвăн ума лартнă тĕллеве пурнăçлама пултарнишĕн. 



13 декабря 2022
14:58
Поделиться
;