Моргаушский муниципальный округ

Поздравление исполняющего полномочий главы Моргаушского муниципального округа И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района А.Н. Матросова с Днем народного единства

Поздравление исполняющего полномочий главы Моргаушского муниципального округа И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района А.Н. Матросова с Днем народного единства

Хаклă ентешсем!

 

Сире пурне те Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Çак уяв пире пурне те пĕрлĕхре вăй пулни çинчен калать. Пирĕн çĕршыв мĕн авалтан халăх пĕрлĕхĕпе палăрса тăнă, шăпах халăхсем пĕрле пулнипех вăйлă та  тĕреклĕ пулнă. Халăхсем пĕр чăмăра чăмăртаннипех ĕнтĕ çĕршыв умне тухса тăнă кирек епле хăрушлăхра та çĕнтернĕ, тăшмана çапса аркатнă.  Аслă ăру çыннисем çĕршывăмăрăн  пуласлăхĕшĕн, пирĕн телейлĕ пурнăçшăн хăйсен пурнăçне те шеллемен.

Хаклă çыннăмăрсем! Паян пирĕн уйрăмах пĕр шухăшлă, çирĕп пулмалла. Пирĕн салтаксем çĕнĕрен  чĕрĕлсе тăнă нацизмпа фашизма хирĕç кĕрешнĕ  чух, çĕр çинчи мирлĕ пурнăçа сыхласа    хăварассишĕн фронтра çапăçнă чух пирĕн çĕршыв вăйлă та çирĕп пултăр тесе кашнин хăйĕн ĕç вырăнăнче çине тăрса вăй хумалла, кирек епле ыйтăва та пĕрле татса памалла. Пирĕн яланах  пĕрле пулмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла, пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Вара йăлтах йĕркеллĕ пулать.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, килте те, чунăрта та  канăçлăх пултăр.

 

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                                 И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                                    А.Н. Матросов.



02 ноября 2022
08:20
Поделиться
;