Моргаушский муниципальный округ

Поздравление исполняющего полномочий главы Моргаушского муниципального округа И.В. Николаева и главы администрации Моргаушского района А.Н. Матросова с Днем работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Хисеплĕ ял ĕçченĕсем!

 

Сире ял хуçалăх ĕçченĕсен тата апат-çимĕçе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çĕр ĕçĕ – чыслă та пархатарлă ĕç. Вăл пире тăрантараканĕ пулса тăрать. Эсир кунне-çĕрне пăхмасăр, тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтеретĕр, аш-пăш туса илетĕр, вĕсенчен тĕрлĕ çимĕç хатĕрлетĕр. Çапла майпа çĕршыв тĕрекĕ пулса тăратăр. Ял çынни çĕр çинче чуна парса ĕçленĕрен  пирĕн сĕтел тулли те пуян. Тавах сире пархатарлă ĕçшĕн, çĕре юратнăшăн.

Патшалăх  паян ял ĕçченĕсене пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсене паракан çăмăллăхсем те   нумайлансах пыраççĕ.

Кăçал та пирĕн район ĕçченĕсем, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, тухăçлă тырпул  туса илчĕç. Халĕ çĕрулмипе  пахчаçимĕçе пуçтарса кĕртес ĕç малалла пырать. Выльăх апатне те çителĕклĕ хатĕрлесе хăварчĕç.

Умра  вара пысăк тĕллев-обществăлла выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарасси, çак отрасльте продукцие çителĕклĕ таран туса илесси. Хăвăр тивĕçĕре малалла та чун-чĕре хушнă пек пурнăçласси пирки вара эпир пĕрре те иккĕленместпĕр.

Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Ĕçĕрсем вара яланах ăнса пыччăр. Çемьере килĕшÿ, юрату, тулли пурнăç хуçалантăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                               И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   А.Н. Матросов.



05 октября 2022
10:46
Поделиться