Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н. Матросова с Днем пожилых людей

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!

 

 Сире пурне те  Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Эсир мĕн ĕмĕр тăршшĕпех тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хунă. Паян та эсир районта иртекен пур мероприятисенче те, обществăлла ĕçре те хастар.  Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр.  Сирĕн пуян опыт, эсир паракан сĕнÿсем пире кулленхи ĕçре пулăшса пыраççĕ.Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн.

 Эпир  вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене, «вăрçă ачисене»   пире мирлĕ  пурнăç  парнеленĕшĕн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Тăван район малалла та аталану çулĕпе çирĕппĕн уттăр, вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех тума шантаратпăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.  çывăх çыннăрсем сире савăнтарса кăна тăччăр.

  Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                     А.Н. Матросов.



28 сентября 2022
09:19
Поделиться
;