Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н. Матросова с Днем воспитателя и всех дошкольных работников

Хисеплĕ воспитательсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Ачалăх кашни çыншăн  - чи телейлĕ те асран кайми вăхăт. Шăпах çак вăхăтра  ача çĕннине вĕренсе аталанса пырать. Эсир вĕсене тăван тавралăха упрама, тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме, туслăха упрама,  пĕр-пĕрне пулăшма, ырă ĕçсем тума вĕрентетĕр. Кашни ача пултарулăхне асăрхаса, ăна малалла аталантарма пулăшатăр. Тавах сире хăвăрăн ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн.

Районта ачасене пур енлĕн аталанса ÿсме тивĕçлĕ условисем туса парас  тесе, ача сачĕсене  юсаса хăт кĕртетпĕр.  

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул,  ĕçре ăнăçу.  сунатпăр. 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                          И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                            А.Н. Матросов.                                                     



26 сентября 2022
17:25
Поделиться
;