Моргаушский муниципальный округ

Пуриншĕн те ĕç тĕллевĕ паллă

Пуриншĕн те ĕç тĕллевĕ паллă

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ май ыранхи куна пăхакан хресчен кăмака çине хăпарса выртмсть. Ăшша-сивве тата типĕ е йĕпе çанталăка пăхмасăр пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетнипе пĕрлех вăл малашлăха та пăхать. Юлашкинчен калани - çĕр ĕçне чунĕпе парăннисемшĕн çеç.

Пирĕн паянхи сăмах Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ пирки. Иртнĕ кунсенче асăннă хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче пулсан муркашсемпе çурлатрисем тата шаптаксем паянхи кунпа çеç пурăнманни куç умне пулчĕ. Эпир парка çитнĕ чух кунта хĕрÿ ĕç шавĕ тăратчĕ, механизаторсемпе юсавçăсем хăйсем хушшинче вăл е ку ĕç пирки шÿтлесе çеç калаçатчĕç.  

Асăннă хуçалăх районта тĕрек аталанса пыраканнисен йышĕнче. Кунта юлашки çулсенче тырă-пулă акса ÿстерессине тĕп тĕллеве лартнăран çĕнĕ техникăпа ĕçлессине те, вĕсен «ĕмĕрне» тăсассине те кун йĕркинчен самантлăха та кăлармаççĕ. «Сĕтел çинче çăкăр пултăр тата кĕсьерен уçа ан татăлтăр тесен паян пирĕн хамăр вăй çине ытларах шанмалла. Эпир çапла тăватпăр та. Хуçалăх ертÿçин хушăвĕсене пурнăçласа агрономи-инженери службисен специалисчĕсем ертсе пынипе паянхи ĕçе ырана хăвармасăр вăй хуратпăр. Ĕç условийĕсемпе тунă килĕшÿ те пирĕнтен кашнинчен çавна ыйтать», - терĕ «Акрос-550» комбайна юсакан Д. Порфирьев.

Хуçалăхра  паянхи ĕçе ырана хăварман ĕçченсем валли ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартмалли ĕçсен планне те туса хатĕрленĕ. Ăна пăхăнса механизаторсемпе юсавçăсем хиртен кĕнĕ техникăна çуса тасатнă, вĕсене ангарсене вырнаçтарнă, ĕç агрегачĕсене хак парса çитес çул кирлисене туянма пуçланă.

Комбайнерсемпе, юсавçăсемпе тата механизаторсемпе калаçнинчен çакă паллă пулчĕ. Кооператив ĕçченĕсем уяр тăнă кунсен кашни сехечĕпе туллин усă курса 1201 гектар çинчи вырма ĕçĕсене малтисен шутĕнче вĕçленĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 32,6 центнерпа танлашни кĕлете пĕтĕмпе 3915 тонна çăкăр кĕртсе хума май панă. Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшакансем хатĕрленĕ çĕр çине 400 гектара яхăн кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Çитес çур акине хатĕрленесси кĕркуннерен пуçланнине шута илсе çĕртме сухине те çителĕклех тунă. Паян вĕсем хăйсен умĕнчи тĕп тĕллеве хирте ĕçленĕ техникăна ГОСТпа килĕшÿллĕн хĕл каçма управа лартасси тесе тăрăшаççĕ.

- Кашни ĕç тĕлĕшпех условисем çителĕклĕ туса пама тăрăшатпăр. Çапла вара çанталăк сивĕтиччен техникăна нумай вăхăтлăха управа лартма тĕллев лартрăмăр. Саппас пайсене кÿрсе килнĕ май юсав ĕçĕсене çывăх вăхăтра вĕçлеме паян пирĕншĕн  нимĕнле чăрмав та çук, - терĕ мехпаркри ĕçсем кал-кал пынипе кăмăллă В. Семенов председатель.

Сăмах май çакна та каласа хăвармалла. Хуçалăхра хирти ĕçсене вĕçлесе кĕнĕ тракторсене те хĕл сиввисем пуçланиччен юсавлисен ретне лартассипе ĕçлеме пуçланă. Механизаторсем «хурçă утсене» çуса тасатнă, ĕç вăхăчĕ тухнă агрегатсене дефектланă, кашни трактор патĕнчех паян юсав ĕçĕсем пыраççĕ.

Механизаторсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене ăнланаççĕ. Ăна вĕсем кĕске вăхăтра пурнăçлассишĕн пĕр çемьери пек вăй хураççĕ. Хуçалăхра техникăна ГОСТпа килĕшÿллĕн управа лартассипе халĕ  кунсем мар, сехетсем юлаççĕ.

16 сентября 2022
15:30
Поделиться
;