Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова с Днем знаний

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ -  пирĕншĕн кашниншĕнех чуна çывăх уяв. Ачалăх, шкулта вĕреннĕ çулсем  яланах пирĕн чĕрере упранаççĕ. Кăçал  пирĕн районта пурĕ 3200 ытла   ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен 314-шĕ вара  шкул  алăкне пĕрремĕш хут уçать. Эсир вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе чун-чĕререн тăрăшатăр.

Районта вара ачасем анлă тавракурăмлă ÿсчĕр, тивĕçлĕ воспитани илччĕр тесе  нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Район бюджечĕн ытларах пайĕ шăпах вĕрентÿ системине аталантарма каять. Вĕрентÿ  учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме кăна кăçал  вырăнти бюджетран  12 млн. тенкĕ укçа уйăртăмăр. 3 шкулта спорт залĕсене пурĕ 8 млн. тенкĕлĕх  тĕплĕн юсарăмăр. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн  тата 5  шкулта  кăçал ачасене пур енлĕн аталанма пулăшакан «Точки роста» центрсем уçатпăр. Çакна валли вĕрентÿ пÿлĕмĕсене хатĕрлеме тата 4,5 млн. тенкĕ уйăртăмăр вырăнти бюджетран.

Тавах сире пурсăра та тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене юратнăшăн, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнăшăн. Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем тумалла пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                     А.Н.Матросов.



31 августа 2022
17:51
Поделиться
;