Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района А.Н.Матросова с Днем физкультурника
Хисеплĕ физкультурниксем, спортсменсем, спортпа туслă çынсем, физкультура юхăмĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те Физкультурник кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Физкультурăпа спорт вара пире сывлăхлă пулма, кăмăл-туйăма çирĕплетме пулăшаççĕ. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем вара нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ, умри тĕллевсем патне çирĕппĕн утаççĕ. Вĕсемех район тĕрекĕ пулса тăраççĕ.
Муркаш районĕнче пурăнакансем спортпа туслă. Ачасем кăна мар, çитĕннисемпе ватăсем те юлашки çулсенче спорт енне ытларах туртăнни сисĕнет. Çакна валли вара районта пур условисем те çителĕклĕ. Çулсеренех икшер –виçшер шкул спортзалне тĕплĕн юсатпăр. Ялсенче спорт площадкисем те хушăнсах пыраççĕ. Ку ĕçе ял çыннисем хăйсем те хастар хутшăнаççĕ.
Пирĕн ентешсем республикăри ăмăртусенче кăна мар, Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнни, вĕсенче малти вырăнсене йышăнни пире савăнтармаллипех савăнтарать.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, малалла та хăвăр ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçлама ăнăçусем сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Матросов.