Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.Н.Матросова с Днем чувашского языкаа

Хисеплĕ Муркаш районĕн çыннисем!

 

Сире пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Чăваш чĕлхи –пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне парнеленĕ пуянлăх.  Кашни çыннăн пурнăçĕ пĕтĕмпех тăван чăваш чĕлхипе çыхăннă. Эпир мĕн пĕчĕкренех тăван чăваш чĕлхипе калаçса ÿснĕ. Атте-анне пире тăван халăх историне, йăли-йĕркине тĕпе хурса, ĕçре пиçĕхтерсе ÿстернĕ. Хамăрăн ачасене те пирĕн мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхине юратма вĕрентмелле, чăвашла калаçтармалла.

Чăваш чĕлхи кунне эпир чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнă кун паллă тăватпăр. Чăваш чĕлхин аталанăвĕнче Муркашсен тÿпи  те пур. Пирĕн ентешĕмĕр - чăвашсен пĕрремĕш писателĕсенчен пĕри, историкĕ, этнографĕ, фольклорисчĕ С.М. Михайлов-Яндуш ĕçĕсем чăваш художество литературин никĕсĕ пулнă. Иван Яковлевич шăпах  вăл пуçланă ĕçе вĕçне çитерет: чăваш çырулăхне йĕркелет. Тепĕр паллă ентешĕмĕр - чăвашсен пĕрремĕш историкĕсенчен, этнографĕсенчен, чĕлхеçисенчен  пĕри Н.В. Никольский вара И.Я. Яковлевăн ĕмĕтне пурнăçлать: пĕрремĕш чăваш хаçатне -«Хыпара» йĕркелет.

Паян тăван чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ. Пирĕн малалла та çепĕç те янăравлă тăван чĕлхене, чăваш халăхĕн историне, культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварса  аталантарас тесе пĕрле тăрăшмалла. Малашне те Иван Яковлевич халалĕсене асра тытса,  ытларах ырă ĕçсем тăвасчĕ. Тăван район кунсерен вăйланса, тĕрекленсе пытăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăвасчĕ. 

Пурне те сире  çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçусем  сунатпăр.

 

 

Район пуçлăхĕ -депутатсен

районти Пухăвĕн председателĕ                                              И.В Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                          А.Н. Матросов.



25 апреля 2022
11:23
Поделиться
;