Моргаушский муниципальный округ

«Чӑваш чӗлхин асамлӑ янӑравӗ» литературăпа музыка уявӗ иртрĕ

«Чӑваш чӗлхин асамлӑ янӑравӗ» литературăпа музыка уявӗ иртрĕ

Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тăвать. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче муркашсене «Чӑваш чӗлхин асамлӑ янӑравӗ» литературăпа музыка уявӗ Муркаш районĕн ача-пăча библиотекине пуҫтарчӗ. Çак уява шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, кĕнеке вулакансем пухăнчĕç. Уяв тĕллевĕ - ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси. 

Уява Любовь Щукина хăй çырса кĕвĕленĕ «Муркаш Ен» юрăпа уçрĕ.  

Муркаш район администрацийĕн культура, архив ĕҫĕсен тата туризм пайĕн пуçлӑхĕ Любовь Александровна Рыжкова Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗ, Иван Яковлевич Яковлев халалĕсене асра тытса, малалла та чăваш чĕлхи тата культурă аталанăвĕшĕн пĕрле ĕçлессе шанчĕ.

Чăваш чĕлхине, культурине, халăх сăмахне аталантарас тата упрас тесе район шайĕнче музей, клуб тата библиотека системисем тĕрлĕ конкурс ирттернĕ. Сăвă калакансен, ÿкерчĕксен тата тĕрлĕ техникăпа хатĕрленĕ халăх ăсталăхĕсен конкурсĕсем ачасене анчах мар аслă ăрăва та интереслентерчĕç. Çак уявра конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ те, мала тухнисене числани те иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе парнесемпе чысларĕç.

Централизациленĕ библиотека системи ирттернĕ «Чăваш йăваш чĕлхийĕ» конкурсăн çĕнтерÿçисем сăвă вуласа савăнтарчĕç, хăйсен пултаруллăхне кăтартрĕç.

Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Çак шухăша аталантарас туйăмпа библиотекакăра Муркаш районĕн Централизацилленĕ клуб системи ирттернĕ «Чăваш юмахĕсен асамлă тĕнчи» ÿкерчĕксен конкурс ĕçĕсен куравĕ йĕркеленĕ. Муркаш районĕн Тури чăвашсен музейĕ ирттернĕ «Наследие наших предков сохраним и приумножим» конкурс ĕçĕсем те уявра хутшăнакасене савăнтарчĕç. Библиотека ĕҫченĕсем «Иван Яковлев - чăваш халăхĕн çутлăхçи» кĕнеке куравĕ хатĕрлесе уява килекенсемпе тишкерӳ ирттерчĕç.

Уява вĕçленĕ май мероприятие хутшăнакасем Петĕр Хузангайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвва пурте пĕрле вуларĕç, Любовь Щукинăн «Тăван кил», Виктор Сергеевăн «Капăр çке тĕнчемĕр» юррисене итлесе киленчĕç.



22 апреля 2022
16:46
Поделиться
;