Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.Н.Матросова с Днем местного самоуправления

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!

Район çыннисем!

 

Сире пурне те Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.  

Çак уяв - пирĕн пĕрлехи уяв. Мĕншĕн тесен ял çыннисем кирек епле ыйтупа та сирĕн пата пыраççĕ. Эсир вĕсене хăвăр тăрăхра пурăнакансемпе пĕрле татса пама тăрăшатăр.  Ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе унăн экономика аталанавĕ, çынсен  пурнăç условийсем лайăхланса пырасси шăпах сирĕнтен,  вырăнти влаçран, килнине лайăх ăнланатăр. Кашни çынпа эсир тимлĕ пулма, вĕсен ыйтăвне май килнĕ таран вăхăтра  татса пама тăрăшатăр.  Юлашки çулсенче пуçарулăх бюджечĕн программипе кăна ялсенче мĕн чухлĕ ĕç туса ирттермерĕр, халиччен татăлман ыйтусене татса памарăр  пулĕ. Çак ĕçре сире вырăнти депутатсемпе ял старостисем, тăван ял аталанăвĕшĕн тăрăшакан  пуçаруллă та маттур  çынсем пулăшса пыраççĕ.

Тавах сире хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн,тăван ял тăрăхĕ, район кунран кун илемленсе, çирĕпленсе пытăр тесе тăрăшнăшăн, çак ĕçе   ял çыннисене хăйсене явăçтарнăшăн. Малашне те тăван район аталанăвĕшĕн пĕр тĕллевпе пĕрлех ĕçлесчĕ, вăл çулсерен аталану çулĕпе çирĕппĕн уттăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăвасчĕ.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                А.Н. Матросов.

 



18 апреля 2022
18:20
Поделиться
;