Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным женским днем

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным женским днем

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!

 

Сире çывхарса килекен çурхи чи пĕрремĕш уявпа -Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр.

Мартăн 8-мĕшĕ чи малтанах аннесен ырă сăнарĕпе çыхăннă. Çурхи çутçанталăк тĕнчене чĕрĕлĕх парнеленĕ пек, эсир те, аннемĕрсем, ачăрсене кунçул парса, телей пиллетĕр. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Çĕре çити пуç таятпăр сирĕн умăрта: ырă сăмахсемшĕн, ăшă туăмсемшĕн, куç хупман каçсемшĕн, телейлĕ ачалăхшăн, паян та пире ĕçлеме, пурăнма вăй-хал парса тăнишĕн. 

Çак кун  эпир аннесемпе пĕрле  асаннесене, мăшăрсене, аппасемпе йăмăксене чунтан тухакан ырă туйăмсемпе саламлатпăр. Эсир пуррипе, эсир çумра пулнипе  эпир вăйлă та тĕреклĕ, телейлĕ. Пирĕн пĕтĕм пурнăç, çĕр çинче мĕнпур ырри, илемли  йăлтах, сирĕнпе, сирĕн ятăрпа çыхăннă.

Эсир пур çĕре те ĕлкĕретĕр, кил-çурта тирпей-илем кÿретĕр, çемьене ырлăхпа килĕшÿ, телей илсе кĕретĕр. Çав вăхăтрах хăвăрăн ĕç вырăнĕнче район аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшса вăй хуратăр, йывăрлăхсен умĕнче пуçа усмастăр, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăватăр. Тавах сире çакăншăн. 

.Хаклă çыннăмăрсем! Яланах  çирĕп сывлăхлă та телейлĕ пулăр.  Сăн-питĕртен телей шевли ан кайтăр. Çемйĕрте яланах  ăнланупа килĕшÿ пултăр. Ачăрсем савăнăç çеç парнелеччĕр сире. Чĕрĕрте вара  юрату çунса тăтăр. Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр, сирĕнпе мухтанатпăр, сире ыр кунçул сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



05 марта 2022
18:38
Поделиться
;