Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и первого заместителя главы администрации района А.Н. Матросова с Днем защитника Отечества района

 Хаклă ентешсем! Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак  арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, мирлĕ вăхăтрах çапăçусене хутшăннă салтаксем, çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ амăшĕсем!

 

Сире пурне те  Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе  чун-чĕререн саламлатпăр.  

Çĕршыва хÿтĕлесси- пирĕн çĕршывра кашни çыннăн тивĕçĕ.

Çак кун эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунă, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ салтаксене, тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене тепĕр хут чĕререн тав туса,   вĕсен умĕнче.çĕре çити пуç таятпăр. Паян  эпир çитĕнекен ăрăва вĕсен ырă тĕслĕхĕ çинче вĕрентсе воспитани паратпăр. Кăçал республикăра хăйсен ĕçĕпе чапа тухнă паллă çынсен çулталăкĕ пулнă май, хамăр ачасемпе мăнуксене сирĕн пек пек  маттур та пултаруллă çынсем çинчен ытларах каласа пама тăрăшатпăр. Вĕсем сирĕн пек  маттур та пултаруллă пулччăр, тăрăшуллă ĕçпе  пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарччăр тесе тимлетпĕр.

Улми йывăççинчен аякка  ÿкменнине  вара паянхи çамрăксем хăйсен служба тивĕçне чун-чĕре хушнă пек пурнăçлани те çирĕплетсе парать. Афганистанра та, ытти «вĕри точкăсенче» те  Муркаш районĕн маттур ывăлĕсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Паян службăра тăракансем те  Муркашсен ятне çĕре ÿкермеççĕ.

Çĕршыв тĕрекĕ,  вăл епле аталанса пырасси пирĕнтен кашнинченех килет. Çакна шута илсе, пирĕнтен кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăван район, республика, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр çулран çул  пуянрах  та вăйлăрах пултăр тесе тăрăшать. Ку таранччен мĕн туни - эпир пĕрле тунă çитĕнÿсем.  Малашне те кирек епле ыйтăва та пĕрлех татса парасчĕ, пĕр тĕллевпех тăван район аталанăвĕшĕн вăй хурасчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăх сунатпăр. Ĕмĕтĕрсем  çитсе пыччăр, мĕн шухăшлани пурнăçлансах пытăр. Кунçулăр вара  вăрăм та  телейлĕ пултăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

Пухăвĕн председателĕ                                                                   И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

пĕрремĕш çумĕ                                                                               А.Н. Матросов.                                                                          



21 февраля 2022
11:07
Поделиться
;