Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем образования Моргаушского района

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 78 çул çитнĕ  ятпа пĕтĕм чунтан саламлатпăр. 

Муркаш районĕ мĕн йĕркеленнĕренпех республикăра малтисен йышĕнче пулнă. Паян та эпир çĕнсе илнĕ чикĕсенчен чакмастпăр. 2021 çулта та эпир,  муркашсем, мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçларăмăр, республикăра ырă ятлисен шутĕнчех пултăмăр. Раççей, республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕрен конкурссенче  те малти вырăнсене тухма пултартăмăр.

Хаклă ентешĕмĕрсем! Çак таранччен мĕн туни – йăлтах пирĕн пĕрлехи çитĕнÿ. Тавах сире тăван район, республика, çĕршыв  аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Уйрăм тав сăмахĕсене аслă ăру çыннисен ячĕпе  калас килет. Эсир тĕрлĕ вăхăтра тăван район, ура çине тăрса, çирĕп утăмсемпе малалла кайтăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тунă. Тав сире пире çакăн пек ырă пурнăç парнеленĕшĕн. Эпир сирĕн ĕçе малалла тăсăпăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Малашне те  хамăр пуласлăхшăн пурте пĕрлех тăрăшасчĕ. Яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр тĕллевпе ĕçлесчĕ.

Пурсăра те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Çитĕнÿсем пулсах тăччăр. Çывăх çыннăрсен юратăвĕ пурăнма, ĕçлеме хавхалантарса тăтăр.

 Уяв ячĕпе пурне те!

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев



10 февраля 2022
13:41
Поделиться
;