Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем российской и чувашской печати

Пичет ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!

Сире пурне те Раççей пичечĕн тата çывхарса килекен  Чăваш  пичечĕн  кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир кунсеренех районта пулса иртекен  ĕçсене вăхăтра, тĕрĕс тата пур енлĕн çутатса пама тăрăшатăр. Пурнăçра пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене ял çыннисем патне вăхăта сая ямасăр  çитерес тесе тимлетĕр.

Район çыннисене кăсăклантаракан  ыйтусене хускатнипе пĕрлех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансемпе, çавăн пекех  производствăри малти опытпа та паллаштаратăр.

Тавах сире тăрăшуллă ĕçĕршĕн,  хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек тата пысăк ответлăхпа пурнăçланăшăн. Район хаçачĕ вулакансемшĕн  малалла кĕтнĕ хăна пултăр, ăна çырăнса илекенсен йышĕ ÿссех пытăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăхлă телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



11 января 2022
17:22
Поделиться
;