Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем работников прокуратуры Российской Федерации

Прокуратурăн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн ĕç  çав тери яваплă, кунсеренех граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлетĕр. Районти предприятисемпе организацисенче саккуна епле пăхăнса ĕçленине тĕрĕслетĕр. Районта право тĕлĕшĕнчен йĕрке пултăр тесе нумай тимлетĕр. Вăл е ку преступлени ан пултăр тесе, профилактика ĕçне сахал мар туса ирттеретĕр. Граждансен право тĕлĕшĕнчи культура шайĕ хăпарса пытăр тесе те тăрăшатăр. Тавах сире хăвăрăн професси тивĕçĕсене чун-чĕре хушнă пек туса пынăшăн, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн.

Сире пурне те çирĕп сывлăх,  телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр. Килте  яланах юратупа килĕшÿ хуçалантăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев



11 января 2022
17:18
Поделиться
;