Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Новым 2022 годом и Рождеством Христовым

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе  чун-чĕререн саламлатпăр.

Вăхăт питĕ хăвăрт иртет.Сисмерĕмĕр те,  тепĕр çул иртсе  те  кайрĕ. Çак хушăра район аталану çулĕпе малаллах кайрĕ. Промышленность продукцине туса кăларасси палăрмаллах ÿсрĕ. Ял хуçалăхĕнче та лару-тăру чылай лайăхланчĕ. Çулсем тăвассипе, юсассипе те çине тăрсах ĕçлерĕмĕр. Районти пур отрасль те ăнăçлă аталанса пычĕ.

Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе те сахал мар тимлерĕмĕр.  Пĕчĕк тата вăтам бизнес  та малалла аталанса пырать. Вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн   учрежденийĕсене юсассипе те черетлĕ утăмсем турăмăр. Районта çĕнĕ объектсем çĕкленсе ларчĕç.

2021 çулта Муркаш районĕ  умма лартнă  тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларĕ, республикăра ырă ятлисен шутĕнчех пулчĕ. Раççей, республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕрен конкурссенче  те малти вырăнсене тухма пултартăмăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Мĕнпур çитĕнĕве эпир сирĕнпе пурте пĕрле турăмăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн, тăван район, республика, çĕршыв  аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Çитес çул та хамăр пуласлăхшăн пурте пĕрлех тăрăшасчĕ. Малалла та пĕр тĕллевпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ. Пурнăçра тĕрĕс утăмсем тăвасчĕ малашне те. 

Сире пурне те  çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, юрату, телей сунатпăр. Çĕнĕ çулта та мĕн палăртни пурнăçлатăр, ĕмĕтĕрсем  çитсе пыччăр. Инкек-синкек сирĕн çывăха та ан пытăр. Çĕнĕ çул ячĕпе сире!

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

 



30 декабря 2021
08:43
Поделиться
;