Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем спасателя РФ

Пушар хуралĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн тата сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире пурне çывхарса килекен  Раççей Федерацийĕнчи   Çăлавçăсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çынна йывăрлăхра пулăшасси, инкекрен çăласси – пархатарлă ĕç.

Эсир  кирек хăш вăхăтра та, кунне-çĕрне пăхмасăр, йывăрлăха  кĕрсе ÿкнĕ çынсене   пулăшма васкатăр. Пушарта халăх пурлăхне кăна мар, çынсен пурнăçне çăлатăр. Çул çинче е ытти тĕрлĕ сăлтава пула инкеке лекнĕ çынсене пулăшатăр,  вăхăтра пулăшу паратăр.

Тавах сире çăмăл мар ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн, çынсен пурнăçне лăпкăлăх кÿнĕшĕн.

 Хăвăрăн та сывлăхăр çирĕп пултăр,  ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

 



23 декабря 2021
18:19
Поделиться
;