Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем энергетиков

Хисеплĕ энергетиксем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир питĕ кирлĕ  ĕç тăватăр: предприятисене, шкулсемпе ача сачĕсене, больницăсене çутăпа тата ăшăпа тивĕçтеретĕр. Сиксе тухакан кăлтăксене çийĕнчех юсатăр.  Эсир хăвăрăн тивĕçĕре кирлĕ пек пурнăçланăран кашни килте ăшă та çутă, хăтлă. 

Районти социаллă инфраструктура çĕнелсе улшăннинче, çынсен пурнăç шайĕ хăпарса пынинче сирĕн тÿпе те çителĕклех. Тавах сире ответлăха туйса, тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей,вăрăм кунçул сунатпăр. Çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçусем пулччăр. Çемьере тулăх пурнăç, телейпе юрату  хуçалантăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев

 

 



21 декабря 2021
16:46
Поделиться
;