Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным днем пожилых людей

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Международным днем пожилых людей

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!

 Сире пурне те çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Эсир мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван район аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕ. Паян та эсир обществăлла ĕçре хастар, районта иртекен тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнатăр.  Кулленех пире сĕнÿсем парса та пулăшатăр.  Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче хастар пулнăшăн.

Эпир  вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен, «вăрçă ачисен»  умĕнче пире мирлĕ  пурнăç  парнеленĕшĕн çĕре çити пуç таятпăр. Тăван район малалла та аталану çулĕпе çирĕппĕн уттăр, вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе хамăртан килнине йăлтах тума шантаратпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.  Ачăрсемпе мăнукăрсем сире савăнтарса кăна тăччăр.   

 

  Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



29 сентября 2021
08:45
Поделиться
;