Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем знаний

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем знаний

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ -  пирĕншĕн кашниншĕнех пысăк уяв. Эпир пурте пурнăç çулĕ çине шкултан тухнă.  Кăçал вара  пирĕн районта пурĕ 3300 ытла   ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен 358-шĕшĕн шкул шăнкăравĕ пĕрремĕш хут янăрать. Эсир вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех  вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр, пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе те хăвăртан килнине йăлтах тăватăр.

Районта вара çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани пама тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме вырăнти бюджетран  çулсеренех 14 млн. тенкĕрен кая мар укçа тăкаклатпăр. Пĕтĕмĕшле  район бюджечĕн ытларах пайĕ те шăпах вĕрентÿ системине аталантарма каять. Кăçал ку сумма 609 млн. тенкĕпе танлашать.

Район «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе республикăри тата федераллă тĕрлĕ программăсене хутшăнать. Çапла майпа Кашмашра çĕнĕ шкул тăватпăр. Мăн  Сĕнтĕр шкулне тĕплĕ юсатпăр. 4 шкулта ачасене пур енлĕн аталанма пулăшакан «Точки роста» центрсем уçатпăр.

Сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Сирĕнтен кашнинех çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тумалла пултăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.



31 августа 2021
15:25
Поделиться
;