Моргаушский муниципальный округ

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем ветеринарного работника

Поздравление Главы района – Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем ветеринарного работника

Хисеплĕ ветеринари службин ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне  те  хăвăрăн професси уявĕпе ăшшăн саламлатпăр.

 Эсир кунсеренех выльăхсен сывлăхне сыхлассишĕн тимлетĕр. Çавăнпа пĕрлех çынсем патне пахалăхлă выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ çиттĕр тесе тăрăшатăр. Унăн пахалăхне тĕрĕслесех тăратăр. Пĕтĕм ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлатăр. Районти выльăх-чĕрлĕх сферин аталанăвĕнче сирĕн тÿпе çителĕклех. Тавах  сире тăрăшуллă ĕçшĕн, хăвăр профессие парăнса чун-чĕререн ĕçленĕшĕн, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн.

 Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр.

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                       И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                         Р.Н. Тимофеев.



31 августа 2021
10:07
Поделиться
;