Моргаушский муниципальный округ

Шкул иккĕмĕш чĕрĕкре ĕçлеме тытăнĕ

Шкул иккĕмĕш чĕрĕкре ĕçлеме тытăнĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Маларах палăртнă тăрăх, «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче тăвакан Кашмаш шкулĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута каймаллаччĕ. Шел пулин те, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта строительство ĕçĕсем вĕçленеймеççĕ. Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕ тĕлне хута яма палăртаççĕ.

Августăн 27-мĕшĕнче Кашмаш шкулне тунă çĕрте «Россия» тата «Чăваш Ен» телекомпанисен журналисчĕсем пулчĕç. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев шкул тунă çĕрти строительство ĕçĕсем мĕншĕн вăраха кайни пирки чарăнчĕ.

Асăннă объектра ĕçсене тытăнсанах проектпа смета документацине тĕплĕ туса хатĕрлеменни палăрнă. Документацие хушма ĕçсене 23 млн тенкĕлĕх кĕртме тивнĕ. Çапла вара шкул тунĕ çĕрти строительство ĕçĕсем 170 млн. тенкĕпе танлашаççĕ. Кунсăр пуçне 26 млн тенкĕлĕх оборудовани вырнаçтараççĕ. Укçа-тенкĕ район бюджетĕнчен те уйăрнă.

Тĕрĕссипе шкул тăвассипе шалти тĕп ĕçсене çак вăхăта вĕçлеççĕ ĕнтĕ. Ача-пăча тата спорт площадкисене туса çитересси, резина сий сарасси, территорие тирпейлесе хăт кĕртесси тата ытти вак-тĕвек ĕçсем юлнă.

Район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова çĕнĕ шкул хута кайиччен вĕренекенсене шкула ăçта çÿретессипе проблема пулманни пирки каларĕ. Кашмаш шкулне 1-мĕш класа кăçал 19 ача килмелле пулнă. Икĕ уйăх вĕсен пурин те Муркаш шкулне çÿремелле пулать. Ытти классенче вĕреннисем унчченхи вĕренÿ çулĕнчи пекех Çатракасси тата Муркаш шкулĕсене çÿрĕç. Ачасене шкула илсе çÿреме автобуссем уйăраççĕ. Кашмаш шкулне çÿремелли ачасен ашшĕ-амăшĕпе августăн 25-мĕшĕнче тĕл пулса калаçнă, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕренÿ процесне мĕнле йĕркелесси пирки вĕсемпе калаçса татăлнă.

Журналистсем шкул ачисен ашшĕ-амăшĕпе те тĕл пулчĕç. Акă Наталия Поликарпова шухăшĕпе кĕтмелли нумай юлман. Чăннипех те ачасем пур енĕпе те тĕплĕ хатĕрлесе çитернĕ шкулта вĕренме тытăнсан лайăхрах. «Кун чухлĕ кĕтнине тепĕр икĕ уйăха епле пулсан та кĕтĕпĕрех. Савăнăçĕ епле пысăк вĕт-ха. Кашмашри пек хăтлă та илемлĕ капмар шкул хальхи вăхăтра хулара та нумаях мар пулĕ», - терĕ вăл хăйĕн савăнăçне пытараймасăр. Кунпа пĕрлех шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем куллен кунта тасатма-типейлеме çÿрени пирки каларĕ.

Апла пулсан Кашмашри çĕнĕ шкул кăçалах хута кайĕ. Кĕтмелли нумаях юлман. Иккĕмĕш вĕренÿ чĕрĕкĕнче шăнкăрав сасси Кашмаш ачисене çĕнĕ шкулти хăтлă классене вĕренме йыхравлама тытăнĕ. Агрошкулта вара тарăн пĕлÿ илнипе пĕрлех малашлăх профессийĕн ăсталăхĕсене те алла илме майсем ытларах пулĕç.



30 августа 2021
10:09
Поделиться
;