Моргаушский муниципальный округ

Муркаш райповĕн çĕнĕ лавкки уçăлчĕ

Муркаш  райповĕн çĕнĕ лавкки уçăлчĕ

Район сăн-сăпачĕ черетлĕ объектпа илемленчĕ. Августăн 18-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура Муркаш райповĕн «Гастроном»  лавкки уçăлчĕ. Унта Чăвашпотребсоюз канашĕн ертÿçи Валерий Павлов,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, патшалăх строительствипе  вырăнти хăй тытăмлăх, регламентпа депутат этикин комитечĕн ертÿçи  Александр Федотов, РФ Патшалăх Думин  депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ  Валерий Андреев, район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Борис Андреев хутшăнчĕç.   Çак лавкка уçăласса район çыннисем тахçантанпах кĕтнĕ, пур енлĕ каякан çыншăн та  лавкка меллĕ. Лавкка сентрисем çинче вырăнти пахалăхлă продукци малти вырăнта.

- Çак вырăнти кивĕ лавкка апрелĕн 18-мĕшĕччен ĕçлерĕ, акă тăватă уйăх иртсе те кайрĕ, лавкка алăкĕ тавар туянакансем валли каллех уçăлчĕ, эпир сире хапăл туса кĕтетпĕр, - терĕ Борис Андреев тавар туянакансене санитари нормисене пăхăнса лавккана кĕме чĕнсе.

Валерий Павлов каланă тăрăх, çак лавккана хута ярасси суту-илÿ объекчĕсене комплекслă аталантарассин программи шайĕнче пулса иртет.  Ку вăл вĕсен тытăмĕнчи виççĕмĕш объект. Ертÿçĕ район çыннисене райпо сĕнекен тавара кăмăлланăшăн, хушма хуçалăхра туса илекен продукцие райпо лавккине пама килĕшнĕшĕн тав турĕ.

Игорь Николаев районти  икĕ райпо та тăрăшуллă пулнине, вĕсем объектсене çĕнетсе тăма, çĕнĕ технологипе ĕçлесе пыма тăрăшнине  палăртрĕ.

- Райпосен ĕçĕпе мухтанатпăр эпир, иккĕшĕ те тăрăшаççĕ. Акă пуриншĕн те меллĕ вырăнта çĕнĕ лавкка çĕкленчĕ, кĕрсе çÿреме те, машинăсем лартма та лайăх. Эсир чăннипех те ял çыннишĕн тăрăшнине эпир курса тăратпăр, - терĕ вăл.

Ростислав Тимофеев районти  инвестици  ĕçĕсем çинче чарăнчĕ. Район аталанăвĕнче райпосен тÿпи пысăккине палăртрĕ, вĕсене малашне те çитĕнÿллĕ ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Объектсем уçăлни,  паллах,  лайăх. Анчах та хăш-пĕр çĕрте кадр ыйтăвĕ тăрать. Ку енĕпе Шупашкарти кооператив институчĕ яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ унăн ректорĕ  Валерий Андреев. Тухса калаçакансем татах та пулчĕç.



18 августа 2021
14:20
Поделиться
;