Моргаушский муниципальный округ

Маттур, Валентина!

Маттур, Валентина!

    Районта ял хуçалăх микроçыравне ирттересси активлă пырать. Çак ĕçĕн  районти уполномоченнăйĕ Светлана Феофанова пĕлтернĕ тăрăх,  августăн 19-мĕшĕ тĕлне çыравçăсем хăйсен ĕçне 86 процент пурнăçлама ĕлкĕрнĕ,  вĕсем 13760   объект пирки информаци пухнă.

   Районти 33 çыравçăран 12-шĕ çак ĕçе срокпа палăртинчен маларах пĕтернĕ. Ку енĕпе чи маттури сăн ÿкерчĕкри  Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Валентина Егорова пулнă. Вăл хăйне шаннă ĕçе самай малтан, августăн 12-мĕшĕнче, вĕçленĕ.  Валентина  Егорова  ку енĕпе питĕ маттур.

   - Эпĕ ку таранччен çак ĕçе хутшăнса курман, тăрăшсан ĕçлеме пулать, çынсем ăнланаççĕ, калаçма, ăнлантарма ÿркенмелле мар кăна, - тет вăй хăйĕн ĕçпе кăмăллă пулнине палăртса.



19 августа 2021
12:16
Поделиться
;