Моргаушский муниципальный округ

Çырав ирттерессипе комисси ĕçлерĕ

Çырав ирттерессипе комисси ĕçлерĕ

   Августăн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерессипе районта ĕçлекен комисси ларăвĕ ВКС мелĕпе пулчĕ Унта Чăвашстатăн пай ертÿçи Людмила Гурьева район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А. Матросов ку енĕпе ответлисем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕçĕ

   Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленесси çинче республика представителĕ Людмила  Гурьева чарăнчĕ. Вăл районта çынсене участоксене пырса çырава хутшăнма майсем туса памаллине аса илтерчĕ. Ку тĕлĕшпе участоксем çырав тапхăрĕнче кану кунĕсĕр 8 сехетрен тытăнса 9 сехетчен ĕçлĕç.  Участоксем ăçта вырнаçнине пĕлтерĕçĕ.

   Енчен те  патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕ   (ЕПГУ) урлă çыхăнма май çук пулсан е çак ĕçе харпăр хăй тĕллĕн тăвас темесен тата киле кĕртес темесен  çынсен çав участоксене каймалла. Вĕсене контролерсем йышăнаççĕ. Участоксенчен ытларахăшĕ культура учрежденийĕсенче  вырнаçнă. Октябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 8-мĕшĕччен çынсем патшалăх услугисен порталĕнче электронлă çырав хучĕсене  хăйсем тĕллĕн çырма е МФЦ-на кайма пултараççĕ. Çырава çынсем чăн пурăннă адрес тăрăх хутшăнĕçĕ.

   Çырава районта епле хатĕрленни пирки Чăвашстатăн районта çырав ирттерес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Валентина Иванова паллаштарчĕ. Адрес хуçалăхĕпе ĕçлесе çитермеллине пĕлтерчĕ. Алексей Матросов çитменлĕхсене пĕтерме, çырава хутшăнаксене тĕрĕс явăçтарма сĕнчĕ.



19 августа 2021
12:20
Поделиться
;