Моргаушский муниципальный округ

Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлав прокуратури граждансене йышăнчĕ

Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлав прокуратури граждансене йышăнчĕ

Августăн 19-мĕшĕнче район администрацийĕнче çут çанталăка сыхлассин ыйтăвĕсемпе Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлав прокуратурин ĕçченĕ Кристина Калачян тата Росприроднадзорăн Атăлпа Камăри регионсем хушшинчи управленийĕн ертÿçи Фаяз Шакиров ВКС мелĕпе граждансен йышăнăвне ирттерчĕç. Çак ĕçе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хутшăнчĕ.

Йышăнăва тăватă çын килчĕ. Икĕ ыйту ялсем тăрăх тилĕсем чупса çÿрени пирки пулчĕ. Çакăнта килнĕ сунарçăсем каланă тăрăх, Çурлатри тата Атапай ялĕсенчи хушма хуçалăхсене  тилĕсем пынă. Икĕ тĕслĕхĕнче те сунарçăсем чĕр чуна тытнă, пĕри - сĕнĕкпе тата курупкаран читлĕх туса михĕне чикнĕ. Паллах, çакна вĕсем хăрушлăхран сыхланас тĕлĕшпе тунă, ун пирки çийĕнчех тивĕçлĕ органсене пĕлтернĕ. Анчах та çак сунарçăсем каланă тăрăх, халĕ хăйсем йывăрлăха лекнĕ, айăплисен шутне кĕнĕ. Çавна май вĕсем йышăну ирттерекен органсенчен пулăшу ыйтаççĕ.

Виççĕмĕш ыйту район территорийĕнчи хăш-пĕр сунар хуçалăхĕ сунра ĕçне тивĕçсĕр йĕркелени пирки пулчĕ. Йышăнăва килнĕ тăваттăмĕш çын выльăх-чĕрлĕх ферми пурăнмалли çурт-йĕр çывăхĕнче пулнăран тавралăх тасамарланнишĕн пăшăрханать, вĕсене ĕçмелли шыв пахалăхĕ тивĕçтерменнине, пĕвене таса мар тĕрлĕ шыв юхса аннине палăртать. Çÿлерех асăннă йĕркесĕрлĕхсем пирки кашни çын çирĕплетÿ факчĕ çителĕклине пĕлтерчĕ.

Кристина Калачян кашни ыйту çине тĕплĕ хурав пама шантарчĕ, Фаяз Шакиров каланă тăрăх, йĕркене пăснă фактсем тĕлĕшпе вырăна тухса тĕрĕслев ирттерме хатĕр.

Ростислав Тимофеев районта ĕçмелли шывпа тивĕçтерессине лайăхлатас ĕçсене пурнăçласа пынине пĕлтерчĕ. Проектсем тĕрлĕ мелпе вăя кĕреççĕ, вăл шутра пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе хатĕрленĕ проект улттă.



19 августа 2021
15:28
Поделиться
;