Моргаушский муниципальный округ

Муркаш шкулĕн ĕçĕпе паллашрĕç

Муркаш шкулĕн ĕçĕпе паллашрĕç

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, РФ Патшалăх Думин  депутачĕ Леонид Черкесов,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, патшалăх строительствипе  вырăнти хăй тытăмлăх, регламентпа депутат этикин комитечĕн ертÿçи  Александр Федотов августăн 18-мĕшĕнче Муркаш шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне   епле хатĕрленнипе  паллашрĕç.

Палăртма кăмăллă, республикăри 20 вĕренÿ заведенийĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕ, çав  йышра Муркаш шкулĕ те пур. 200 пин тенкĕ  асăннă шкула аталантарма пысăк тĕкĕ пулĕ.

Халĕ вара унта «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче «Точка роста» вĕренÿ центрне уçма хатĕрленеççĕ. Шкул ертÿçи Николай Смирнов каланă тăрăх, хăтлăх кĕртес  ĕçсене «Века» чикĕллĕ яваплăхлă общество туса ирттерет. Ĕç хакĕ  1 миллион та 400 пин тенкĕпе танлашмалла. Пĕтĕмпе 5  пÿлĕмре, вăл шутра физикăн 2  пÿлĕмĕнче, биологин 1 пÿлĕмĕнче, химин 1 пÿлĕмĕнче,  технологин 1 пÿлĕмĕнче, ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Хăтлă вĕренÿ учрежденийĕ ачасем валли хăйĕн алăксене уçĕ, ачасен кунта  татах та  ытларах тăрăшса вĕренес килĕ.

Тĕл пулу шкул коллективĕпе те пулчĕ. Леонид Черкесов учительсене ачасемпе патриотла вопитани парассипе ытларах ĕçлеме сĕнчĕ, патшалăх шайĕнче уйăракан пулăшу мелĕсем çинче чарăнчĕ. Александр Федотов республикăн çичĕ уйăхри аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

Ростислав Тимофеев районта хута яма хатĕрленекен объектсемпе аталанăвăн тĕрлĕ программи çинче чарăнчĕ, вăл шутра Кашмаш шкулĕ çинче те. Вăл каланă тăрăх, çак шкул ĕçĕ-хĕлĕ пирки  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен канашлура та сÿтсе явнă.            

Паянхи кун чи пĕлтерĕшлĕ ыйту вăл коронавирус инфекцийĕнчен вакцинациленесси пулса тăрать. Çакă уйрăмах вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн çивĕч, прививка туни  учительсемпе ачасен тата ыттисен сывлăхне сыхласа хăварма май парать.  Ростислав Тимофеев пурне те прививка тума чĕнсе каларĕ.



18 августа 2021
15:15
Поделиться
;