Моргаушский муниципальный округ

Хăмла çырли – чи тутлă çырла

Хăмла çырли – чи тутлă çырла

Москакасси ялĕнчи поселокра пурăнакан ачасем çуллахи каникула савăнăçлă ирттереççĕ. Вĕсен лайăх кану вăхăчĕ ирттĕр тесе, культура ĕçченĕсем темĕн тĕрлĕ интереслĕ спорт вăййисемпе, конурсем йĕркелеççĕ. Акă июлĕн 19-мĕшĕнче ачасемпе хăмла çырли уявне туса ирттерчĕç. Асăннă вăхăтра ача-пăча паркĕнче ачасем самаях пуçтарăнчĕç. Конкурса хутшăнакансене икĕ ушкăна пайларĕç. Пĕр ушкăна «Хĕрлĕ хăмла çырли» тепĕр ушкăна «Хура хăмла çырли» ят пачĕç. Малтанах ачасемпе хăмла çырли çинчен Вера Макарова калаçу туса ирттерчĕ, пирĕн тăрăхра мĕнле хăмла çырлисем çитĕнни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ыйту çине хуравларĕç. Çапла вара вăйă хыççăн вăйă туса ирттерчĕç вĕсемпе. Ачасем хавхалансах, савăнсах хутшăнчĕç конкурсене, кашни ушкăн çĕнтерме тăрăшрĕ çакăнта. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ, икĕ ушкăн та пĕр пек балл пуçтарса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ачасене пурне те хăмла çырлинчен пĕçернĕ кукăльсемпе сăйларĕç, вĕсем юратсах тутлă кукăлье çирĕç. «Чи тутлă кукăль иккен хăмла çырлинчен», - терĕç ачасем культура ĕсченĕсене.

            Культура ĕçченĕсем ачасене тав сăмахĕсем каларĕç çак вăййа хутшăннăшăн, çитес вăхăтрах вĕсемпе татах тĕл пуласси çинчен пĕлтерчĕç. Ачасем савăнсах йышăнчĕç çак пĕлтерĕве.  



21 июля 2021
08:37
Поделиться
;