Моргаушский муниципальный округ

Сирĕнпе мухтанатпăр хисеплĕ юбилярсем

Сирĕнпе мухтанатпăр хисеплĕ юбилярсем

Çут тĕнчене килнĕ кашни çыннах пурнăç çулĕпе телейлĕ çулпа, çирĕп сывлăхпа, юратнă мăшăрпа, çемьепе нумай çул хушши пурăма ĕмĕтленет. Анчах та пурнăç урапи пурин те пĕр пек килмест çав.

Акă черетлĕ юбилярсем патĕнче пулма тÿр килчĕ çак кунсенче культура ĕçченĕсен. Малтанах, Калмăк ялĕнче пурăнакан Светлана Ивановна Манеева патне çитрĕмĕр. Вăл нумаях пулмасть хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тунă. Пире те вăл хапăл тусах кĕтсе илчĕ. Эпир пырсанах вăр-вар асанне кил хушшинчи сĕтел çине тĕрлĕрен тутлă апат-çимĕç лартса та тухрĕ. Пире сĕтел хушшине ларма ыйтрĕ. Малтанах эпир сумлă юбиляра саламларăмăр, тав çырăвĕпе парне парса чысларăмăр. Юбилей ячĕпе илемлĕ юрăсемпе саламларăмăр. Сĕтел хушшине ларсан вара сăмах хыççăн сăмах вакланчĕ. Светлана Ивановна хăйĕн интереслĕ пурнăçĕ çинчен тĕлĕнмелле илемлĕн каласа пачĕ. Хăйĕн пурнăçĕнчи ĕç-хĕлне ытларах шкулпа çыхăнтарнă. Кунта вăл тава тивĕçлĕ учитель ятне илме те тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Калмăк ялĕнче пурăнакансене çутта кăларас тесе самаях тăрăшнă: газ кĕртнĕ çĕрте тата ытти обществăлла ĕçсенче те палăрнă хăйĕн пултарулăхĕпе. Паянхи кун 80-ран иртнĕ пулин те алла усса лармасть,  юратнă мăшăрĕпе пахча тулли çырли-панулми, апат-çимĕçĕ туса çитĕнтереççĕ, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те пур. пыл хурчĕсем те пăхаççĕ. Пире те кил хуçи хĕрарăмĕ сиплĕ пылпа сăйларĕ. Чăнах та пылăн сиплĕхĕ çав тери нумай. Чăтаймасăр, хăйне ятатрласа илсе панă хуткупăспа юрăсем те шăрантарма пикенчĕ. Самаях калаçса лартăмăр çак пултаруллă асанне патĕнче.

Светлана Ивановнăпа сыв пуллашнă хыççăн Ахмане салине те çитрĕмĕр. Кунта пире çак кун хăйĕн 80 çулхи юбилейне палăртакан Антонина Алексеевна Смирновапа ăна пăхса пурăнакан Татьяна Семенована Сорокина ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ачисем саламлама килессе кĕтсе, сĕтел тулли кукăль-çăмах пĕçерсе тултарнă. Эпир килсе çитсен вара, савăнмаллипех савăнчĕç вĕсем. Хисеплĕ юбиляра чун-чĕререн ăшшăн саламларăмăр, тав çырăвĕпе парне тыттартăмăр, юăсем шăрантартăмăр юбилей ячĕпе. Пирĕн саламсене савăнсах йышăнчĕ куççульне шăлса телейлĕ асанне. Сĕтел хушшине лартмасăр кăларса та ямарĕç пире.

Антонина Алексеевна пирки калас пулсан та, кĕнеке çырма пулать. Вăл хăйĕн ĕç стажне ытларах пир-авăр комбинатĕнче тунă. Вăл та тава тивĕçлĕ ĕç ветеранĕ, сахал мар тав çырăвĕсемпе парнесене илме тивĕçнĕ çак çамăлах мар ĕçре. Мăшăрĕпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтенрнĕ, аслă çул çине кăларнă, çемье çавăрма пулăшнă. Икĕ ывăлĕ те пысăк çĕрте ертÿçĕсем пулса ĕçлеççĕ. Мăнукĕсем те ашшĕ-амăшĕнчен кая юлман иккен, вĕсем те аслă пĕлÿ илме тăрăшаççĕ. Шел пулин те юбилярăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. А.Алексеевнăшăн ку питех те пысăк çухату пулнă.

Самаях калаçрăмăр кил хуçисемпе. Питех те кăмăллă юлчĕç вĕсем эпир салампа çитнишĕн. Тав сăмахĕсем каласа татах килсе çÿреме чĕнчĕç пире.

Тавах сире пурне те хисеплĕ юбилярсем! Сире турри малашне те такăр çулпа утма пулăшса пытăр. Телей те вăрăм кун-çул сире! Эпир сирĕнпе мухтанатпăр та савăнатпăр!



19 июля 2021
16:20
Поделиться
;